Чăвашлăха упрасси ачаран пуçланать
Апрелĕн 25-мĕшĕ - Чăваш чĕлхи кунĕ. Паян «Çăлкуç» ача садĕнчи «Асамат кĕперĕ» аслă ушкăна çÿрекен ачасем Элĕкри литературăпа тавра пĕлÿ музейне Чăваш чĕлхи кунне паллă тума килчĕç. Музей ĕçченĕ Вера Морозова тăван чĕлхене вĕрентес, аталантарас тата сыхласа хăварас, çитĕнекен ăрăва чăваш йăли-йĕркипе паллаштарас тĕллевпе ачасемпе экскурси ирттерчĕ, мăн асаттесемпе асаннесен ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕ.
Чăваш чĕлхи - пирĕн тăван чĕлхе. Унăн паянхи кунĕ, малашлăхĕ ачасенче. Шăпăрлансене чăваш халăх йăли-йĕркипе, юрри-ташшипе ача садĕнченех паллаштараççĕ. Çакна вĕсем хăйсен пултарулăхĕнче кăтартса пачĕç. Хĕр ачасемпе арçын ачасем чăвашла юрлама та, ташлама та, сăвă калама та ăста. Глеб Терентьев «Туслăх», Антон Семенов «Кам чăваш?» сăвăсемпе, Виктория Филиппова «Пукане» юрăпа тыткăнларĕç. «Чăваш ташши» пурне те килĕшрĕ.
Хĕрачасемпе арçын ачасем кашниех музей ĕçĕпе интересленчĕç, тĕрлĕ ыйту парса хурав тупрĕç.
Çак мероприятисем ачасемпе çитĕннисене халăх историне аса илме кăна мар, туслăх туйăмне çирĕплетме те пулăшĕ.